Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Ойкас ялӗ ҫывӑхӗнче икӗ ҫын юрҫӳренпе пынӑ чухне ҫырмара кӗрсе ларнӑ. Юр нумай пулнипе вӗсем хӑйсем тӗллӗн тухайман, ҫӑлавҫӑсене чӗнме тивнӗ.
Ку кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем палӑртнӑ вырӑна ҫитнӗ те икӗ ҫынна ҫырмаран тухма пулӑшнӑ. Вӗсене специалистсем служба юрҫӳренӗпе ял ҫывӑхӗнчи ҫул патне илсе ҫитернӗ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Театр – ман ӑраскал» ятпа иртекен моноспектакльсем малалла пыраҫҫӗ. Сцена ҫине хальхинче Любовь Фёдорова тухӗ.
Аса илтерер: моноспектакль формачӗпе йӗркелекен тӗлпулусенче артистсем хӑйсен кун-ҫулӗпе паллаштараҫҫӗ, куракансен ыйтӑвӗсене хуравлаҫҫӗ, театрӑн Кӗҫӗн залӗнче пухӑннисене спектакльсенчи сыпӑксене кӑтартаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ Любовь Федорова – Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистки, чӑваш халӑх артистки.
Ленинградри музыкӑпа кинематографи институтӗнчен 1972 ҫулта вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ентешӗмӗр Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 50 ҫул ытла вӑл сцена ҫинче.
«Пултарулӑх ҫулӗсенче темӗн те пулнӑ. Анчах кашни сӑнара эпӗ хам витӗр кӑларнӑ. Урӑх пурнӑҫ мана кирлӗ пулман», – тет артистка.
Любовь Фёдорова «Театр — ман ӑраскал» моноспектакльпе кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче сцена ҫине тухӗ.
Паян Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи шкулсене ҫӳрекен ачасем дистанци мелӗпе вӗренӗҫ. Шкул автобусӗсем ҫула тухмӗҫ. Ку йышӑнӑва ҫанталӑк условийӗсем лайӑхланиччен тунӑ.
Ача шкула кайӗ-и е ҫук-и - ашшӗ-амӑшӗ йышӑну тӑвӗ. Пурпӗрех шкула пынӑ ачасем валли вӗренӳ занятийӗсем иртӗҫ.
Сӑмах май, Шупашкарта сивӗ ҫанталӑка пула кӗҫӗн класс ачисем килтен вӗренӗҫ.
Пӗлтӗр республикӑри Ҫырла фестивалӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Ӑна кӑҫал та йӗркелеме палӑртнӑ. Кунӗ те паллӑ: утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗ. Вырӑнӗ ҫавах: Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи «Ивушка» питомник.
Аса илтерер: пӗлтӗр Ҫырла фестивалӗ Питравра, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртнӗ. Кӑҫал ӑна канмалли кун йӗркелеме палӑртнӑ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан Нина Ефимова ӗнер, кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче, 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Нина Ивановна - тыл ӗҫченӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, ветеранӑн тӑлӑх арӑмӗ.
Нина Ефимова 4 ачаллӑ ҫемьере ӳснӗ. Ҫамрӑк чухне колхозра ӗҫленӗ, вӑрҫӑ пуҫлансан ытти хӗрпе Етӗрне районне траншея чавма кайнӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна Канаша трактористпа комбайнерсен курсне вӗренме янӑ. Унтан таврӑнсан Нина комбайнер пулӑшуҫинче ӗҫленӗ. Нина Ивановна Сӑр юханшывӗ патӗнче окоп та чавнӑ.
Шупашкар тӑрӑхӗнчи Карачура патӗнчи масар тӗлӗнчи ҫул пӑрӑнчӑкӗ тӗлӗнче пӗр автомобилист 5 пӑши асӑрханӑ. Вӗсем ҫул хӗррипе чупса иртнӗ. Юрать, ҫул ҫине сиксе тухман.
Тискер чӗрчунсем автомобиль ҫулӗ ҫине сиксе тухнипе инкексем час-часах пулаҫҫӗ.
Сӑмах май каласан, 2021 ҫулта Шупашкар ҫыннисем маларах каланӑ вырӑнта 4 пӑши асӑрханӑ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Паҫпак ялӗнче пурӑнакан кинемей 100 ҫул тултарнӑ. Унӑн юбилейӗ кӑрлапчӑн 5-мӗшӗнче пулнӑ. Ватӑ ҫынна вырӑнти тӳре-шара «Контактра» страницӑра саламланӑ.
«Хисеплӗ Нина Григорьевна, сире 100 ҫулхипе чунтан саламлатпӑр. Эсир Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи йывӑр саманана тӳссе ирттернӗ, ҫӗршыва аталантарма хӑвӑр тӳпӗре хывнӑ. Эсир ыттисемшӗн тӗслӗх пулса тӑратӑр», — тесе каланӑ постра.
Юбилярӑн хушаматне, шел те, кӑтартман.
Паян ирхине Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Янашкассинче шыв башни ӳкнӗ. Икӗ урам шывсӑр тӑрса юлнӑ.
ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫынсем валли шыв илсе килеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫак урамсенче пурӑнакансем урӑх колонкӑсемпе усӑ кураҫҫӗ.
Вырӑнти влаҫ башньӑна май килнӗ таран хӑвӑртрах юсасшӑн. Ӗҫ-пуҫа прокуратура тӗрӗслесе тӑрать.
Гигиена тата эпидемиологи центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре пӗлтӗрхи 10 уйӑхра 46 ҫын коклюшпа чирленӗ, 11 уйӑхра ку кӑтарту 93-е ҫитнӗ.
Патӑрьел, Муркаш, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Етӗрне муниципаллӑ округӗсенче - 1-ер ҫын, Тӑвай округӗнче, Улатӑрта тата Ҫӗмӗрлере - 2-шер ҫын, Куславкка округӗнче, Канашра - 3-шер ҫын, Шупашкар округӗнче - 6 ҫын, Ҫӗнӗ Шупашкарта - 24 ҫын, Шупашкарта 46 ҫын коклюшпа чирленӗ. Пурте -17 ҫул тултарман ачасем.
Чирленисенчен 75-шӗ - коклюшран прививка туманнисем.
Нумаях пулмасть, раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Шупашкар муниципаллӑ округӗнче икӗ ФАП уҫӑлнӑ. Вӗсем - Яранкассинче тата Хыркассинче.
Ҫӗнӗ ФАПсенче фельдшер пӳлӗмӗ, процедура пӳлӗмӗ, эмел упрамалли пӳлӗм, санитари пӳлӗмӗ пур. Икӗ ФАПӗнче те эмел сутӗҫ.
Палӑртмалла: 2023 ҫулта Шупашкар муниципаллӑ округӗнче 4 фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |